Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ регионсем хушшинчи «Пчеловодство России: актуальные проблемы и пути развития» (чӑв. Раҫҫейре хурт-хӑмӑр ӗрчетесси: ҫивӗч ыйтусем тата аталану ҫул-йӗрӗ) VIII форум иртӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче пленарлӑ лару тата «Чи лайӑх пыл» республикӑри ҫиччӗмӗш конкурс иртӗ. Унта Чӑваш Енри тата Мари Элти хурт-хӑмӑрҫӑсем хутшӑнӗҫ. Вӗсен умӗнче ял хуҫалӑх наукисен докторӗ Иван Мадебейкин профессор, ял хуҫалӑх наукисен кандидачӗсем Геннадий Максимов тата Геральд Тобоев тухса калаҫӗҫ.
Хурт-хӑмӑрҫӑсен форумӗ пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна аслӑ шкулӑн ветеринари медицинин тата зоотехни факультетӗнче ирттерӗҫ. Мероприяти 10 сехетре уҫӑлӗ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти ҫемьере велоплуг шухӑшласа кӑларнӑ.
Тавҫӑруллӑ ҫынсем Мачамӑш ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Георгий тата Николай Порфирьевсем ҫӗрулми купалама ал айӗнчи материалсенчен велоплуг ӑсталанӑ.
Асӑннӑ хатӗр епле ӗҫленине курнисем хакланӑ тӑрӑх, вӑл заводра туса кӑларнинчен нимпе те кая мар. Велополуг касӑсене хитре туса пырать, ҫӗрулмине лайӑх купалать.
Килте усӑ курма юрӑхсӑр велосипед пулсан ӑна ним мар касса вакласа хӑвӑра кирлӗ пек шӑратса хурса велоплуг ӑсталама пулать. Ан ӳркен кӑна!
Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбиначӗ тӑпӑрчӑ хатӗрлемелли автоматизациленӗ ҫӗнӗ линие ӗҫлеттерсе янӑ. Производствӑпа республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашнӑ.
Комбинатӑн ертӳҫисемпе технологӗсем предприятин производство хӑвачӗ талӑкра 250 тонна таран сӗт тирпейлеме май парать тесе пӗлтернӗ. Ҫу хисепӗ тӗрлӗ виҫеллӗ тӑпӑрча вара талӑкне 7,5 тонна таран хатӗрлейреҫҫӗ.
«Мӗнпур оборудование эпир Беларуҫ Республикинчен туяннӑ. Йӑлтах лайӑх ӗҫлет. Кӗвелӗке те унтанах илетпӗр, пире йӑлтах тивӗҫтерет», — хӑпартланса каласа кӑтартнӑ министра комбинатӑн тӗп технологӗ Татьяна Александровна. Паянхи куна илсен, предприятире 34 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.
Сергей Артамонов вара тепӗр ырӑ ене те асӑннӑ. Ку вӑл — чӗртавара вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхсенчен туянни. Сӗте предприяти вӑтамран 28 тенкӗпе илет.
Чӑваш Енри аграрирсем хӑйсем туса илекен хура тула Бельгие ӑсатаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Асӑннӑ культурӑна Бельгие пирӗн тӑрӑхран раштав уйӑхӗнче сутма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче унта 380 тонна ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 700 тонна сутмалла. Хуратула маларах Польшӑпа Германие ӑсатнӑ.
Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри аграрисем 33,1 миллион долларлӑх (пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 25,7 процент нумайрах) продукци экспорта янӑ. Ку вӑл — Европа Союзне кӗрекен ҫӗршывсене шута илмесӗр.
Вӑрмар районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗрин хӑмла типӗтмелли Раҫҫейре кӑларнӑ комплекс пулӗ.
Хӑмла типӗтмелли комплекса Раҫҫейре тӑвас ыйтӑва Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӗл пулӑва ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, республикӑри хамла туса илекенсем, Чӑваш Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев тата аслӑ шкулӑн инженери факультечӗн деканӗ Николай Пушкаренко хутшӑннӑ. Вӗсем Чукун ҫул техникин 41-мӗш тӗп савучӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ.
Савутӑн аталану енӗпе ӗҫлекен директорӗ Вадим Хромых тата Артур Дышаленков тӗп конструктор ХС-400 хӑмла типӗтмелли Раҫҫейри пӗрремӗш комплекс тӑвас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, комбайна 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче тӗрӗслесе, ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна Вӑрмар районӗнчи «АгроРесурсы» предприятире вырнаҫтарса ӗҫлеттерсе пӑхасшӑн, кӗркунне хута ярасшӑн.
Савутпа ял хуҫӑлӑх предприятийӗн ертӳҫисем хут ҫине алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ.
Муркаш район администрацийӗн экономика тата агропромышленность комплексӗн аталанӑвӗн пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Унти ял хуҫалӑх тата промышленность предприятийӗсем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх продукци туса кӑларнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ку вӑл 20,3 процент нумайрах тенине пӗлтерет.
Ял хуҫалӑх продукцине илесси те ӳснӗ. Пӗтӗмпе 1948,6 тонна, е 91 процент, аш-какай туса илнӗ, 24196,6 тонна, е 97,3 процент, — сӗт.
Кашни ӗнерен вӑтамран 2944 килограмм (99,8 процент) суса илнӗ.
Мӑйракаллӑ шултра выльӑх хисепӗ 14745 пуҫпа, е 92,6 процентпа танлашать. Ял хуҫалӑх производство предприятийӗсенче 4696 пуҫ, е 92,4 процент, хушма хуҫалӑхсенче — 9842 пуҫ, е пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрин 92,5 проценчӗ чухлӗ, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче — 207 пуҫ (96,3 процент).
Юр ирӗлсе пӗтрӗ, ҫӗрсем типрӗҫ. Ҫавна май Комсомольски районӗн ял хуҫалӑх предприятийӗсем ака-суха ӗҫӗсене пуҫӑнчӗҫ те ӗнтӗ. Шел, кӗркунне акса хӑварнӑ кӗрхи тырӑсем, нумай ҫул ӳсекен курӑксем сивӗ ҫанталӑка пула лайӑх хӗл каҫайман. Акса хӑварнӑ хӑш-пӗр лаптӑксем шӑннӑ. Ҫавна май ял хуҫалӑх кооперативӗсенче ҫак культурӑсене ҫӗнӗрен акаҫҫӗ.
Акан 22-мӗшӗ тӗлне 1051 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкне апатлантарнӑ, 2744 гектарне сӳреленӗ.
Кӗркунне 14260 гектар ҫӗре сухаласа хӑварнӑччӗ. Вӗсенчен 2740 гектарне сӳреленӗ, 1305 гектарне культивациленӗ.
748 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене, 13 гектар пахча ҫимӗҫ акнӑ.
Районӗпе «Урожай» колхоз, «Рассвет», «Дружба», «Восток» ЯХПК-сем,«Слава картофелю» агрофирма тата ытти хуҫалӑхсем те ака-суха ӗҫӗсене пуҫӑннӑ.
Пур хуҫалӑхра та ҫӗрулмине суйлас ӗҫ пырать. Вӗсенчен 70 процентне суйласа яровизацилеме хунӑ.
Тӑвай районӗнчи ял хуҫалӑх кооперативӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем выльӑх апатне хатӗрлеме пуҫланӑ. 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне пурӗ 215 тонна утӑ хатӗрленӗ.
Уйрӑмах ҫак хуҫалӑхсене асӑнса хӑварас пулать: «Акконд-агро» фирма 115 тонна, «Тушкил» ЯХПК — 80 тонна, Ленин яч. ЯХПК — 20 тонна, «Грачёвпа» «Хумышев» фермер хуҫалӑхӗсем — 50 тонна хатӗрленӗ.
«Акконд-агро» фирма» УАО ҫавӑн пекех 80 тонна сенаж хывнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |